Пульницӑна никамӑн та йӑпӑр-япӑр каяс килмест. Тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлекен ҫынсен уйрӑмах йывӑр унта ҫитме. Кӑҫалтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин медицина учрежденийӗсем ҫынсем валли шӑматкунсерен Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех ку графикпа ҫак каҫӑпа cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=11&id=1995590 иртсе паллашма пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче пульницӑна ҫитесе тесен малтаналаса ҫырӑнмалла мар тесе ӗнентерет республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Паспорт тата медицина полисӗ вара кирлех.
Тухтӑрсем патне ҫитнӗ май хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ. Ансӑр специалистсем (кунта офтальмолог, кардиолог, эндокринолог, онколог, фтизиатр тата ыттисем кӗреҫҫӗ) канашпа пулӑшӗҫ.
Ҫак кунсенче пирӑн республикӑра «Шура салтак тӳми» уйӑхлӑх пырать. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланнӑскере ӑна Туберкулезпа кӳрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна, вӑл — паян шутланать, халалланӑ. Шӑп та лӑп ҫак кун, 1882 ҫулта Берлинта Роберт Кох тухтӑр хӑрушӑ ҫак чирӗн бациллине тупса палӑртнӑ. Унтанпа пӗр ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн пуш уйӑхӗн 24-мӗшне Туберкулезпа кӗрешмлели пӗтӗм тӗнчреи кун тесе йышӑннӑ. Салтак тӳмине элем вырӑнне йышӑнни ӳпке тасалӑхне пӗлтерет.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Туберкулезпа кӗрешекен диспансерта вӑл ӗнер пулнӑ та ӗнтӗ. Черетлӗ ҫав кун тепре пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, акан 4, 11, 18-мӗшӗсенче иртмелле. Диспансер Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 4 ҫуртӑн «В» корпусра вырнаҫнӑ.
Акан 11-мӗшӗнче Канашри Люксембург урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ пульницӑсенче йышӑнӗҫ.
Паян ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен «Туберкулез профилактики тата сиплевӗ» хӗрӳ лини те ӗҫленӗ.
Шӑматкун Республикӑри кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Чӗре тухтӑрӗсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерес кӑмӑллӑ мӗнпур ҫынна пӑхнине пӗлтереҫҫӗ. Сӗнӳ-канашпа кӑна пулӑшман вӗсем, чӗрене электрокардиограмма туса тата ультрасасӑпа тӗрӗсленӗ. Юлашкинчен каланӑ меслетпе вӗсем юн тымарӗсене те пӑхнӑ.
Шурӑ халатлисем ҫынсене чире шала ярасран епле асӑрханмаллине, чирлисене епле сипленмеллине ӑнлантарнӑ. Юн пусӑмне килте виҫсех тӑмаллине те аса илтернӗ. Тӗрӗс апатланни, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Чӗрепе тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансен холестерин виҫине те тӗрӗслеттерме манмалла мар. Мӑнтӑрланни те сиен кӑна кӳнине шута илсен сивӗтмӗш енне сахалтарах туртӑнмалли куҫкӗрет.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче 200-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ.
Глаукомӑпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кунпа килӗшӳллӗн Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗсем иртӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн ҫынсем пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен куҫри юн пусӑмне скрининг мелӗпе тӗрӗслеттерме пултарӗҫ.
Пациентсене Хулари 1-мӗш клиника пульницинчи сывлӑх центрӗнче (Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 46-мӗш ҫурт), васкавлӑ медпулӑшу пульницин сывлӑх центрӗнче (Университет урамӗ, 24-мӗш ҫурт), Хулари П.М.Осипов ячӗллӗ 1-мӗш пульницинче (К.Иванов урамӗ, 14-мӗш ҫурт) йышӑнаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче Республикӑри клиника офтальмологи пульницинче те (Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫурт) тӗрӗсленме пулать. ЧР Сывлӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кунсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен тӗрӗсленме пулать. Уҫӑ алӑксен кунне глаукомӑна тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма, тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Республикӑри онкологи диспансерӗнче «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерессине йӑлана кӗртрӗҫ тесен те йӑнӑш мар. «Эпир пӗрле пултаратпӑр...» уйӑхлӑха йӗркеленӗ май ирттернӗскере хальхинче Онкологи чирӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ.
Виҫӗ шӑматкун ӗнтӗ ҫынсем тухтӑрсем патне ҫитсе пысӑк пахалӑхлӑ пулӑшу илме пултарчӗҫ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вӗсене маммологсем, гинекологсем, проктологсем, оториноларингологсем йышӑнчӗҫ. Ҫынсене консультаципе пулӑшнипе пӗрлех цитологи диагностика тӗпчевӗ те ирттернӗ.
Акци вӑхӑтӗнче онкологсем 5300-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ. Ультрасасӑ пулӑшнипе 741 ҫыннӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ, рентгенодиагностика меслечӗпе — 174 ҫынӑнне, цитологии меслечӗпе — 802 ҫынӑнне, маммографипе – 920 ҫынӑнне.
Усал шыҫӑпа аптӑрать пуль тесе шухӑшлакан 308 ҫынна диспансера янӑ, унта вӗсене тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ. «Уҫӑ алӑксен кунӗнче» ракпа чирлӗ 39 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче онкологи чирӗсемпе кӗрешмелли кунпа килӗшӳллӗн онкодиспансерта уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Онкологсемпе 1,1 пин ҫын канашланӑ.
150 ҫын УЗИ витӗр тухнӑ. 176-ӑн — маммографи, 76-ӑн — рентгенодиагностика, 150-ӑн цитологи тӗпчевӗсем тунӑ.
Диспансера 86 пациента тӗрӗсленме янӑ. Пӗтӗмпе тухтӑрсем 8 ҫын усал шыҫӑпа чирлӗ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре «Эпир пӗрле пултаратпӑр…» уйӑхлӑхпа килӗшӳллӗн уҫӑ алӑксен кунӗсем кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, нарӑсӑн 4 тата 7-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ҫак кунсенче ҫынсем маммологпа, гинекологпа, проктологпа, оториноларингологпа канашлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех маммографи тата флюорографи тума пултараҫҫӗ.
Тухтӑрпа канашламашкӑн малтан 62-02-88 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Вырсарникун ӗҫлемӗҫҫӗ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Наиля Хайрлисламовна ҫынсем усал шыҫӑпа аптӑрани медицинӑра кӑна мар, социаллӑ пурнӑҫра та ҫивӗч ыйту пулса тӑнӑ. Ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнин сӑлтавӗсен шутӗнче ҫак чир пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Унпа чирлекенсен йышӗ пысӑкланса пынине тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Тӗпрен илсен ҫавна ҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланса пынипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Диагностика пахалӑхӗ ӳсни те чире тупса палӑртма май парать. 2015 ҫул пуҫланнӑ тӗле республикӑри онкологи диспансерӗнче 23 пин ҫын, е Чӑваш Енри халӑхӑн 1,9 проценчӗ, учетра тӑнӑ иккен.
Арҫынсене илсен, вӗсен сывлав органӗсен, апат хуранӗн, ӳт, простата, тӳрӗ пыршӑ ракӗпе ытларах чирлеҫҫӗ, хӗрарӑмсем — кӑкӑр парӗннипе, ӳтӗннипе, апат хуранӗннипе, ача ҫуратмалли органсеннипе. Юлашки ҫулсенче усал шыҫӑна малтанхи тапхӑртах тупса палӑртасси ӳссе пырать. Ҫакӑнта массӑллӑ диспансеризаци ирттернин тӳпи те самай-мӗн. Пӗлтӗрхи кӑтартусене илсен, тивӗҫлӗ сиплев хыҫҫӑн чирлисен 55 проценчӗн ӗмӗрӗ 5 е ытларах ҫула тӑсӑлать тесе ӗнентереҫҫӗ тухтӑрсем.
Кӑрлачӑн 24,31 тата нарӑсӑн 7-мӗшӗсенче республикӑри онкологи диспансерӗнче (Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 31-мӗш ҫурт) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртет.
Чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна халалланӑ вунӑкунлӑх иртет. Шупашкар районӗнче ВИЧ-инфекциллӗ 36 ҫын пурӑнать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫакна пула 6 ҫын вилнӗ. СПИД стадине пула 2 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Канаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче те ВИЧ-инфекципе чирлекен нумай. Шупашкар районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ тӑватӑ амӑшӗ ача ҫуратнӑ. Пурте сывӑ.
Республикӑра кӑҫалхи 9 уйахра 124 ВИЧ-инфекциллӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнче. Шупашкар район пульницинче Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн медӗҫченсем валли семинар иртӗ.
Чӳкӗн 24–25-мӗшӗсенче Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли центрта та Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫынсем инфекционистпа, дерматологпа, психологпа канашлама пултараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑри ача-пӑча ҫурчӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре пӗрремӗш хут пулнӑ. Мӗн тӗллевпе ирттернӗ-ха ӑна? Тӑлӑх ачасене ҫемье хӳтлӗхӗ, ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине тупма пулӑшас тӗллевпе.
Ҫемьене шӑпӑрлан илме шухӑшланӑ ҫынсем пурте ача ҫуртӗнче пурӑнакан тӑлӑхсемпе, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасемпе паллашма пултарнӑ.
Ача ҫуртӗнче кун кунлакан шӑпӑрлансем аслисем валли концерт хатӗрленӗ, хӑйсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем пулас ашшӗ-амӑшӗ валли оригамирен мӗн те пулин тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ.
Шупашкарти ача ҫурчӗн директорӗ Маргарита Павлова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне уҫӑ алӑксен кунӗ уйӑхсерен иртӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, ача ҫурчӗсене хупасси патне ҫитме пултарать. Ку шӑпӑрлансене ҫемьене чылаййӑн илнине кӑтартать.
Сӑнсем (17)
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Республикӑри офтальмологи клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ курманнисен кунне халаллӗҫ.
Ҫак кун кирек кам та куҫ епле курнине тӳлевсӗр тӗрӗслеме, офтальмолог тухтӑрпа канашлама пултарать.
Кунашкал акци Шупашкарта час-часах иртет. Ҫак пульницӑрах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче те ҫакӑн пек акци иртнӗ. Ун чухне ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ ҫивӗчлӗхӗн кунне халалланӑ. Ҫак кун специалист патӗнче 50 яхӑн ҫын тӗрӗсленнӗ. Пациентсем рефрактометри, периметри, тонометри, биометри, ультрасасӑ витӗр тухнӑ.
Ҫапла майпа 11 ҫыннӑн гиперметропи пулни ҫиеле тухнӑ, тепӗр 11-шӗ миопипе чирлӗ. 9 ҫынӑнне катаракта тупса палӑртнӑ. Тепӗр 5 ҫыннӑн та чирӗ ҫиеле тухнӑ. Тухтӑрсем 12 ҫынна тӗплӗ калаҫмашкӑн чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |